Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малтан сӑмах пулнӑ… (ЧХЧЭФ)

Ҫӗр пин сӑмахлӑ чӗлхе


Чӗлхеҫӗсем каланӑ тӑрӑх, вырӑс чӗлхинче ҫур миллион сӑмах патне.
Чӑваш чӗлхинче леш афоризмпа килӗшӳллӗн чӑнах та ҫӗр пин сӑмах пулмалла. Ҫав хушӑрах кулленхи хутшӑнура эпир пин сӑмахпах ҫырлахатпӑр. Танлаштарма: Ильфпа Петров ҫырнӑ «Вун икӗ пукан» роман персонажӗ Эллочка Щукина вӑтӑр сӑмахпах калаҫма пултарнӑ: «Хамите», «Хо-хо!», «Мрак», «Поедем в таксо»…
Чи тулли чӑваш словарӗ – Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки». Унта аллӑ пилӗк пине яхӑн сӑмах. 1985-мӗш ҫулта Мускавра тухнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарьте» ҫирӗм ҫичӗ пин сӑмах патне тӗл пулать. (Хуплашки ҫине «Хӗрӗх пине яхӑн» тесе палӑртнӑ)…
Хӑй вӑхӑтӗнче Александра Фукс каланинчен: «Чӑваш чӗлхи питӗ чухӑн. Унта тымар сӑмах хисепӗ пинтен те сахалтарах».
Апла мар. Ҫирӗм ҫичӗ пин, аллӑ пилӗк пин, ҫӗр пин – ку вӑл пӗтӗмпех пирӗн пуян чӗлхемӗр.

Кӳсе айпарӑш келше тӳлетӗ

XVI ӗмӗр ҫурри. Икӗ ҫын калаҫса тӑрать.
– Кӳсе айпарӑш келше тӳлетӗ.
– Ийя.
Мӗн ҫинчен калаҫрӗҫ вӗсем? Мӗнле чӗлхепе?
Чӑвашлах калаҫрӗҫ. Хальхилле куҫарсан ку пуплев ҫапларах пулмаллаччӗ:
– Сухалсӑр хитре ар ҫын хушма укҫа тӳлет.
– Ҫапла.
Пирӗн йӑхташсем темиҫе ӗмӗр каялла паян куншӑн ҫакӑн пек ӑнланмалла мар калаҫма пултарнӑ. Тӗлӗнмелле чӑвашла пуплеве эпир тӗрлӗ илемлӗ хайлавра ҫырӑнса юлнӑ кивелнӗ сӑмахсене пухса йӗркелерӗмӗр. Вӗсем татах та пур: айпӑлта, пӑлчӑрав, хунтӑш, элем…

Синоним антонимӗ

Синоним антонимӑн антонимӗ пулать-и?
Паллах. Синоним – тан е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем: хитре – капӑр – хӳхӗм – илемлӗ, хула – шехер, сӑвӑҫ – поэт. Антоним тесе хире-хирӗҫ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене калаҫҫӗ: анлӑ – ансӑр, ырӑ – усал, кил – кай. Ҫапла майпа синонимпа антонима хӑйсене хире-хирӗҫ пӗлтерӗшлӗ тесе хаклатпӑр та антоним тетпӗр.
«Синоним» сӑмах – «антоним» сӑмахӑн антонимӗ.

Те ялта, те Ялтӑра

Драма театрӗнче Федор Павловӑн «Ялта» драми пырать. Ялта-ялта, Ялтӑра мар. Павлова пӗлмен ҫыншӑн «Ялта» вӑл – Крымра вырнаҫнӑ хула ячӗ.
– Эсир кӑҫал ҫулла ӑҫта каннӑ?
– Ялтӑра, – йӑл кулать «Самант» журнал ӗҫлевҫи Софья Андреева. Вара вӑл таҫта Хура тинӗс хӗрринче мар, Шӑмӑршӑ таврашӗнчи ялта каннине ӑнланса илетӗн.
Ялтá тата Я´лта – омоним тӗсӗ. Икӗ сӑмахӗн пӗр кӳлепи пӗре килет, тӗрлӗрен каланать. Ҫавна май сӑмах вӑййи те йӗркелеме пулать. Тӗрленчӗк пуҫламӑшне ҫӗнӗрен вуласа пӑхӑр.

ЧР

ЧР вӑл – те Чӑваш Республики, те Чечен ҫӗрӗ-шывӗ, те Чех таврашӗ, те Чили, те Чад – пӗлме ҫук. ЧР кӗскетӳ пирки Владимир Маяковскилле мӗнле географи хыпарӗ тесе ыйтма пулать.
Ятарлӑ кӗсекетӳ словарӗнче ЧР пур-ха. Анчах вӑл урӑхла вӑрӑмланать: чемпионат России, чрезвычайный режим. Эппин, Чӑваш Республикине ЧР тесе кӗскетме юрамасть. Эпир хамӑр республикӑра ку кӗскетӗве ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илейретпӗр. Республика тулашӗнчи ҫынсем аташсах кайӗҫ: те Чӑваш ӗнтӗ, те Чех таврашӗ, темскер.
Республика тулашӗнче пурӑнакан ҫынсене шеллесе яланах Чӑваш Республики тесе ҫеҫ ҫырӑпӑр.

Эпӗ пур – эппин, пурӑнатӑп!

Пайӑр халӑхӑн тӗнче курӑмӗ чӗлхинче упранса юлать. Пӗр тӗслӗх.
«Пурӑнӑҫ» сӑмах «пур» сӑмахран пулса кайнӑ. Чӑваш куҫӗпе пӑхсан, пурри´ – пурнáть. Тутар чӗлхинче урӑхларах: тормыш «пурӑнӑҫ» тор «тӑр» тымарпа сӑлтавланнӑ. Живот вырӑс сӑмахӗн «хырӑм» пӗлтерӗшӗпе пӗрлех «пурнӑҫ» пӗлтерӗшӗ те пур. Живота не жалея – пурнӑҫа шеллемесӗр.
Сократли пекех: эпӗ пур – эппин, пурӑнатӑп!

Кулма пӗлмен хӗвел

Хӗвел тухать, кулать, ларать. Ҫумӑр килет, ҫӑвать, иртет. Ҫил вӗрет, шӑхӑрать, лӑпланать. Ҫӑлтӑр вылять, куҫ хӗсет, вӑййа тухать. Тӗрӗссипе хӗвел мар, ҫумӑр мар, ҫӑлтӑр мар, ҫын тухать, ҫын кулать, ҫын шӑхӑрать.
Этемӗн пуҫӗ, куҫӗ, сӑмси, хӑлхи, ури пур. Унӑн кӑна мар. Ҫырма пуҫӗ, йӗп куҫӗ, кукӑль сӑмси, кастрюль хӑлхи, сӗтел ури…
Унта та, кунта та – антропоцентризм. Ҫынни хӑйнé кура тавралӑхне сӑнарлать.

Чике старик мӗн ятлӑ?

Пурӑннӑ тет пӗр старик. Ҫӳллӗшпе пӗчӗк пулнӑран – чике тӑршшӗ ҫеҫ – пурте ӑна Чике старик тесе чӗннӗ. Паспорчӗ тӑрӑх чӑн ячӗ мӗнле пулнине юмахра каламан. Айтар-и вӑл, Тӑхтаман-и, Супетей-и, тен, Сетнер? Тульккӑш Родион, Андрей, Сергей мар.
Шарль Перро юмахҫӑн Хӗрлӗ Калпакӗ те ятсӑр. Ахӑртнех, вӑл Сӑпани ятлӑ пулнӑ, французла – Стефани. Ку вӑл тӗнчере чи анлӑ сарӑлнӑ хӗрарӑм ячӗ.

Хӗрарӑм пичче

Студентсем ку термина вӗренсе ҫитиччен ялан тенӗ пек пӑсса калаҫҫӗ: оксюморóн. Апла мар – оксю´морон. Унта ӑнсӑртлӑх та пур, кулӑш та. Оксю´морон – хирӗҫле пӗлтерӗшлӗ сӑмах майлашӑвӗ.
Ар ҫынна аппа теме ҫук. Аппа ар ҫын пулма пултараймасть. Ҫав хушӑрах ар ҫын аппа теме юрать. Ку сӑмах майлашӑвӗпе хӑйне ар ҫынларах тытакан хӗрарӑма палӑртаҫҫӗ.
Ар ҫын аппана хирӗҫле хӗрарӑм пичче те пулмалла пек. Анчах чӑваш хушшинче хӗрарӑм пичче ҫук.

Словаре кӗртмен икӗ сӑмах

Ҫак икӗ сӑмаха нихӑш словарьте те шыраса тупма ҫук. Тӗпчевҫӗсем шутланӑ тӑрӑх, ун пек сӑмахсем чӗлхемӗрте пулмалла мар. Вӗсем вара пур. Вӗсене пур чӑваш та пӗлет. Ҫак икӗ сӑмах – «мӑшкӑлизаци» тата «нахализаци». Иккӗшӗ те кулӑшла та кӑсӑк. Кулӑшӗ пирки каламӑпӑр, ахалех курнать. Кӑсӑкӗ ытла та кӑсӑк.
«Нахализаци» пулӑвӗ тӗлӗшӗнчен чӑн-чӑн вырӑс сӑмахӗ. Вӑл нахал тымарпа -изаци аффиксран тӑрать. Анчах вырӑс чӗлхинче ун пек сӑмах ҫук. Чӑваш чӗлхинче пур.
«Мӑшкӑлизаци» вара – чӑвашпа вырӑс хутӑшӗ.
-изаци аффиксӑкӑн пӗлтерӗшӗ пӑртак улшӑннӑ. Вырӑс -изацийӗ ӗҫ вӑрӑмлӑхне палӑртать пулсан, чӑваш -изацийӗ ӗҫе ят парать. Танлаштарӑр, пӗр енче – демонстрация, операция, тепӗр енче – мӑшкӑлизаци, нахализаци.
Асӑннӑ аффикс куҫ умӗнчех чӑвашланса пырать. Пурӑна-киле пирӗн чӗлхере ытти изаци те тӗл пулӗ-ха.

Суасла мари, ветьке

Пире икӗ халӑх кӑна урӑх ятпа чӗнет. Ҫармӑс суасла мари тет, ирҫе-мӑкшӑ – ветьке.
Суасла мари хальхи чӑвашла куҫарсан «тутарла ҫармӑс» пулать. Урӑхла каласан – тутар чӗлхине йышӑннӑ ҫармӑс халӑхӗ. Ӑнсӑртран мар-тӑр. Пирӗн ӑс-хакӑл финн-угорпа тӗрӗк культури хушшинче никӗсленет: чӗлхемӗр – тӗрӗк чӗлхи, культурӑра финн-угор йӗрӗ вӑйлӑ палӑрать. Ҫармӑс куҫӗпе пӑхсан эпир чӑнах та суасла мари мар-и?
Ветьке вара, тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, тахҫан авал чӑвашпа ирҫе-мӑкшӑ чиккинче пурӑннӑ халӑх, вӗсем финн-угор чӗлхипе калаҫнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫем чӑваша тухса кайнӑ. Ҫавна май асӑннӑ халӑх ячӗпе мордва пур чӑваша та палӑртма пуҫланӑ.
Эпир кам? Ҫӑрмӑсла – суасла мари, мордвалла – ветьке, хамӑрла – чӑваш.

Ҫармӑссем чӑваш пекех

Ҫармӑс чӗлхин сӑмах кӗнекине вулатӑп: «га гектар шомакын кӳчӳк формыжо». Ыйту ҫуралать – ҫармӑс чӗлхи чӑваш чӗлхин диалекчӗ-и е чӑваш чӗлхи ҫармӑс чӗлхин пӗр тӗсӗ-и?
Пин ҫул ытла юнашар пурӑннӑран пирӗн чӗлхесем пӗр пекленсе кайнӑ. Ҫармӑс чӗлхине пин ытла чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ: арлан, вара, выльӑх, ката, кӗтӳҫӗ, хула… Пирӗн пуплевре те ик ҫӗре яхӑн ҫармӑс сӑмахӗ тӗл пулать: аҫам, вӑй, ӗмӗлке, кукӑль…
Ҫӗнӗрен вулатӑп: «га гектар сӑмахӑн пӗчӗк форми».

«Лингвоматематика»

Эпӗ аслӑ шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентетӗп. Вӑхӑтран-вӑхӑта студентсемпе чӗлхе задачисем шутлатпӑр. Задача таврашӗ математикӑпа физикӑра кӑна мар, чӗлхе пӗлӗвӗнче те пулма пултарать.
Акӑ ҫав задачӗсенчен хӑшӗ-пӗри.

1-мӗш задача. Тутарпа чӑваш сӑмахӗсен тӳр килӗвне танлаштарса пӑхӑр: алма – улма, кыш – хӗл, тәрәзә – чӳрече, йолдыз – ҫӑлтӑр, өмет – ӗмӗт.
Панӑ тутар сӑмахӗсене словарьпе усӑ курмасӑр чӑвашла куҫарӑр: ахмак, сөз, сакал, казан, кала, боз, йөз, карак, кара, кыз, таш, тез, юл, оста, яз, шайтан, алты, арпа, терлек, тере, корым, каз.

2-мӗш задача. Чӑвашпа тутар сӑмахӗсене мӑшӑрлатса ҫырӑр.
Чӑваш сӑмахӗсем: уйӑх, ҫимӗҫ, хӑш-пӗр, вӑрӑм, ӗмӗр, кӗске, алӑк, ӑҫта, хир, тӑххӑр, тӑвар, чӗлхе, шӑл, ҫӑвар, вӑрах, тура, вӑкӑр, кӑнтӑр.
Тутар сӑмахӗсем: тоз, тугыз, җимеш, кайда, аваз, озак, кыска, тел, угез, кыр, тарак, ишек, озын, гөмер, көндез, кайбер, ай, теш.

3-мӗш задача. Ҫармӑс чӗлхине кӗнӗ чӑваш сӑмахӗ сасӑ тӗлӗшӗнчен пӑртак улшӑнать. Танлаштарӑр: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, ҫамрӑк – самырык.
Аяларах илсе панӑ сӑмахсене ҫармӑсла куҫарӑр: сулахай, хула, суя, улӑх, ҫанталӑк, юмах, каска, лайӑх, ҫурта, сахал, хусах, улма, сурӑх, ҫурла, халал, хушпу.

4-мӗш задача. Пирӗн чӗлхене ҫармӑсран килнӗ сӑмахсем урӑхларах илтӗнеҫҫӗ. Тӗслӗхрен: когыльо – кукӑль, кутко – кӑткӑ.
Ҫак ҫармӑс сӑмахӗсене чӑвашлатӑр:
Мугыльо, шулан, шулан, мындыр, пöрт, кышкар, пошкар, удыр.

5-мӗш задача. Ҫармӑспа чӑваш сӑмахӗсене мӑшӑрлатса ҫырӑр.
Ҫармӑс сӑмахӗсем: шомак, каван, шытырзы, сокыр, возак, ойго, yмылка, кавун, омбо, оза, сукыр, амал, ӳвра, кияр.
Чӑваш сӑмахӗсем: эмел, вучах, ҫӑкӑр, сӑмах, сӑтӑрҫӑ, хӑмпӑ, кавӑн, хуҫа, хуйхӑ, ӳпре, капан, ӗмӗлке, суккӑр, хӑяр.

Ай-яр-ай-я…

Алла Пугачева юрлать: ля-ля-ля, ла-ла-ла, та-та-та. Классика. Юрри те, хӑй те.
Чӑваш юрлать: ай-яр-ай-йа. Ку та классика. Ют ҫӗр-шыва тухса каяс пулсан эпӗ хампа пӗрле чӑваш халӑх юррине кӑна илсе кайӑттӑм.
Ля-ля-ля пӗлтерӗшне ӑнланатпӑр-ха эпир – пӗлтерӗшсӗрлӗх. Унпа ахаль, юрланӑ вӑхӑтри пушӑлӑха тултарма усӑ кураҫҫӗ.
Вырӑсла ла-ла-ла тенине чӑвашла ай-яр-ай-йа пырса тивет. Арабларан куҫарсан ай-яр-ай-йа «Эй хаклӑ тус-тӑван» пӗлтерӗшлӗ. Чикӗсӗр анлӑ шухӑш.
Кам ир тӑрать – улма ҫать,
Кам ир тӑмасть – пилеш ҫать, пилеш ҫать.
А-я-ра-я, ра-я-ра!
А-я-ра-я, ра-я-я, ра-я-я!

Мария ятлӑ майра

Мария – вырӑс хушшинче анлӑ сарӑлнӑ ят. Пирӗн авалхи йӑхташсем ҫакна тӳрех туйса илнӗ те пӗтӗм вырӑс хӗрарӑмне Мария – Марье – майрá тесе чӗнме тытӑннӑ. Хӗрарӑмӗ вырӑс мар пулсан тӗрӗсрех калама тӑрӑшнӑ: ҫармӑс майри унта, тутар майри… Хулара пурӑнакан чӑваш арӑмӗ те майра шутӗнчех пулнӑ.
Кӗскен каласан, мӗн пур хӗрарӑм – майра.

Хыснапа магазин

Араб чӗлхинче hāzīne сӑмах пур. Ӑна хязиня тесе вуламалла. Ҫав сӑмах чӑваш чӗлхинче те ҫӳрет – хысна. Вӗсен пӗлтерӗшӗ те пӗр: тухӑҫри хязиня Атӑл таврашӗнче те хысна.
Араб сӑмахӗн чӑваш чӗлхинче тепӗр хурӑнташӗ пур. Вӑл магазин. Магазинӗ – хязинян французланнӑ кӳлепи.
Ҫакӑ тӗлӗнтерет те – пӗр сӑмах тӗрлӗ чӗлхен сасӑ тытӑмӗпе килӗштерсе сӑн-сӑпатне ҫавӑн чухлӗ улӑштарни. Хысна – магазин – ятарлӑ тӗпчев ирттермесӗр вӗсен тӑванлӑхне ӑнкарса илме ҫук.

Чӑвашсем акӑлчан чӗлхине парнеленӗ сӑмах

Чӑваш хӗрӗ – Англире те чӑваш хӗрӗ.
Тахҫан авал пирӗн темиҫе сӑмах акӑлчан чӗлхине кӗрсе юлнӑ. Вӗсенчен пӗри – хӗр, акӑлчанла – girl. Ӗненмен чӑвашсене Олег Алексеевич Мудрак Мускав тӗпчевҫин ӗҫӗсене вулама сӗнетӗп. Вӑл унта тата тепӗр ҫирӗме яхӑн тӗслӗх илсе парать.
Олег Алексеевич – пысӑк чӗлхеҫӗ. Вӑл вӑтӑр виҫҫӗрех чӑваш чӗлхине тӗпе хурса ҫырнӑ тӗпчевне хӳтӗлесе тӳрех ӑслӑлӑх докторӗн ятне тивӗҫнӗ. Хушамачӗ хистенӗ: Мудрак – эппин, ӑслӑ ҫын.

Чӑвашпа венгр хушшинчи вӑтам чӗлхе

Золтан Бичкей вӑл – Румынире ҫуралса ӳснӗ венгр. Будапештра вӗреннӗ, Хельсинкире пурнать.
Мӗнле чӗлхепе калаҫатпӑр эпир унпа – пӗлместӗп: пӑртак финла, тепӗртак вырӑсла, ытларах чӑвашла-венгрла. Венгр чӗлхине ӗлӗк-авалах ҫур пине яхӑн чӑваш-пӑлхар сӑмахӗ кӗрсе юлнӑ (пӗр чӗлхе тупмалӑх ҫителӗклӗ). Венгрсем вӗт Европӑна Ҫӗпӗртен куҫса кайнӑ, ҫулӗ вӗсен чӑваш урлӑ выртнӑ. «Улма», – тетӗп эпӗ. – «Олма», – хуравлать Золтан. «Пурҫӑн». – «Баршонь». – «Сысна». – «Дисно». – «Ҫурла». – «Шарло». – «Кивҫен». – «Кёльчён». – «Ҫурта». – «Дертя»… Эпир иксӗмӗр ахрӑм пек.
Тем тесен те эпир Золтанпа пӗр тӑванах пуль.

Турӑ ҫынни – чиркӳ ҫынни мар

Каллех ыйту ҫуралать: мӗнле халӑх вӑл – турӑ ҫынни? Ӑҫта пурӑнать? Мӗнле чӗлхепе калаҫать?
Чӑваш шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫитмӗл те ҫичӗ халӑх, ҫитмӗл те ҫичӗ чӗлхе. Ҫав хисепрен хӑшне-пӗрне ҫеҫ чӑвашлатса ят панӑ пирӗн йӑхташсем: ҫармӑс, тутар, вырӑс, акӑлчан та нимӗҫ, хрантсус та мӑриккан, пӑлхар, пӑртас, пушкӑрт, кӑркӑс, ирҫе-мӑкшӑ, эрмен те турккӑ.
Пуринчен ытла «турӑ ҫынни» тени кӑсӑк. Халӑх ячӗ пек те мар. Пирӗн чӗлхере унӑн хурӑнташ сӑмахӗ те пур – еврей. Турӑ ҫыннисен патшалӑхӗ Израиль. (Сӑмах май, Израильпе «эсрел» чӑваш сӑмахӗ пӗр тымарли те паллӑ).
Чӑваш чӗлхинче тата «чиркӳ ҫынни» сӑмах майлашӑвӗ пур. Вӑл чиркӳре ӗҫлекене палӑртать: пуп, пачӑшкӑ, тиек…
Уйрӑм халӑха «турӑ ҫынни» тесе ят пани ӑнсӑртран мар паллах. Пирӗн тӗн еврей аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ.

Нарспи ҫуралнӑ кунне хӑҫан уявлать?

Ешӗл курӑк хушшинче
Сап-сарӑ чечек ӳсет,
Аслӑ Силпи ялӗнче
Нарспи ятлӑ хӗр ӳсет.

Кунта Константин Иванов кӗнекине вулама чарӑнатпӑр та, Нарспин ҫуралнӑ кунӗ хӑҫан пулни пирки шутласа пӑхатпӑр. Авторӗ ҫакӑн пирки нимӗн те каламасть. Те пуш уйӑхӗнче ӗнтӗ, те кӗр кунне. Ҫулталӑкра вун икӗ уйӑх, аллӑ икӗ эрне, виҫ ҫӗр утмӑл пилӗк кун.
Анчах Нарспи ака уйӑхӗнче те мар, раштавра та мар, нарӑс уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Ҫакна унӑн ячӗ тӑрӑх пӗлме пулать. Нарспи икӗ сӑмахран тӑрать: нар(ӑ)с тата пи(ке) – Нарспи.
Ӗлӗк ҫынна ят ӑнсӑртран хуман. Эрнепи ҫут тӗнчене эрне кун килнӗ. Салампи – саламлӑ ят. Тӑхтаман – вӑхӑчӗ ҫитиччен васкаса ҫуралнӑ ҫын.

Нарспие ҫуралнӑ кунӗпе саламламалли юрӑ

Тӑван кун хальхилле – ҫуралнӑ кун. (Николай Ашмарин сӑмах кӗнекине пӑхӑр). Хитре сӑмах майлашӑвӗ. Мӗншӗн манса кайнӑ эпир ӑна? Юрлама та пулать:
Тӑван кун ячӗпе!
Тӑван кун ячӗпе!
Саламлатпӑр, саламлатпӑр
Тӑван кун ячӗпе!
Кӗвви хайхи «Happy birth day to you!» акӑлчан юррин.
Ҫапла вара – нарӑс уйӑхӗ, Силпи ялӗ, Сетнер кил-ҫурчӗ. Эпир Нарспие тӑван кунӗ ячӗпе саламлама пуҫтарӑннӑ…

Хушамачӗ тӑрӑх халӑхне палӑртни

Ман Илиади хушаматлӑ юлташ пур. Вӑл пӑртак грек. Сааринен пӗлӗш Финляндире пурӑнать. Винклерпа Гайслер нимӗҫсем Шупашкара килсе ҫӳреме юратаҫҫӗ. Амонашвилипе Чавчавадзе грузин пулма тивӗҫ. Мкртчянпа Саркисьянц, паллах, эрмен. Ивáновпа Пéтров – пӑлхар. Ивановпá Петрóв – вырӑс, тен, чӑваш.
Таса чӑваш хушамачӗ те пур-ха: Вакку, Турхан, Митта, Садырга, Турат, Туринге... Пиртен ытларахӑшӗн ҫав-ҫавах ячӗ-хушамачӗ вырӑс евӗрлӗ. Вырӑс тӗнӗпе пурӑннӑран ҫапла вӑл.
Пайӑр ят чӗлхерен чӗлхене куҫмасть. Аташса та пулсан хушамата чӑвашлатма шутлатпӑр.
Дарья Бастригина – Пермь тӑрӑхӗнчен Шупашкара куҫса килнӗ вырӑс хӗрӗ. Вӑл словарь тӑрӑх «бастриг» ҫурҫӗрте пурӑнакан вырӑс пуплевӗнче шалча пулнине тупса палӑртнӑ. Хушаматне вӗҫлекен -ин сыпӑкӗ камӑнлӑха пӗлтерет: чей? – Бастригин. Ҫапла майпа Дарьйӑн чӑвашла хушамачӗ Шалчасен пулса тухнӑ.
Петр Яковлев сӑвӑҫ Петӗр Яккусен тесе алӑ пусать. Ӗҫӗпе вӑл – чӗлхеҫӗ. Унӑн куҫарӑвӗ шанӑҫлӑ.
Сирӗн хушамат вара Хӗветӗрсен-и, Петӗрсен-и е Сантӑрсен?

Дюймовочка ҫӳллӗшӗ ҫинчен

Эпӗ 175 см ҫӳллӗш. Эсир, тен, манран та вӑрӑмрах. Филипп Киркоров пек. Вӑл икӗ метр вӑрӑмӑш.
Дюймовочка пирӗн чухлӗ ӳссе ҫитеймен вара. Вӑл пӗчӗккӗ-пӗчӗккӗ – 2 см та 54 мм кӑна. Ун ҫӳллӗшне эпир ячӗ тӑрӑх пӗлтӗмӗр: Дюймовочка «дюйм» сӑмахран пулса кайнӑ. Пӗр дюйм 2,54 санти-метрпа танлашать.
Ганс Христиан Андерсен пуян шухӑш-кӑмӑллӑ юмахҫӑ пулнӑ ҫав.

Кивҫен илнӗ хушамат

Александр Митта вырӑс режиссерӗ нумай фильм ӳкернӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри: «Москва – любовь моя», «Арап Петра Великого», «Экипаж», «Граница».
Василий Митта – чӑваш сӑвӑҫи. Вӑл чуна витерекен сӑвӑ сахал мар ҫырнӑ: «Атӑл юрри», «Пит маттур-ҫке Иванов бульварӗ…», «Пуҫ янисен юрри»…
Ҫак икӗ ҫын хушшинче мӗнле те пулин ҫыхӑну пур-тӑр. Режиссерӗ чӑваш мар-и-ха?
Хушамачӗ чӑвашла пулсан та режиссерӗ чӑваш мар. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче Митта тени кӑмӑла кайнӑ та вӑл унпа псевдоним пек усӑ курма пуҫланӑ.
Ҫапла вара – Митта. Тӗрӗссипе малтан Дмитрий пулнӑ, кулленхи калаҫура – Митя, чӑваш хушшинче – Митта. Кайран ҫак ят хушамата куҫса кайнӑ.
Митта – нимӗнле Журавлев та, Ильин та, Касторский те мар. Митта хушаматпа ҫӳрекене сӑвӑҫ пулсах ҫуралма пӳрнӗ-тӗр.

Горький – Чулхула

Тахҫан пирӗн ҫӗр-шывра Горький, Куйбышев, Брежнев, Андропов, Устинов ятлӑ хуласем пулнӑ. Халӗ вӗсене ӗлӗкхиллех Чулхула, Самара, Ҫыран ҫи Чаллӑ, Ижевск тесе чӗнеҫҫӗ. Саратов та ҫын хушаматӗнчен пулса кайман-и-ха?
Апла мар. Саратов – тӗрӗк сӑмахӗ. Вӑл пирӗн чӗлхери сарӑ ту сӑмах майлашӑвӗнчен йӗркеленнӗ. Кун пек тытӑмлӑ хула ячӗ тӗрӗк хушшинче сахал мар. Атӑл ҫи Пӑлхарта Джукетау ятлӑ хула пулнӑ. Джукетау – хальхи чӑвашла чӳк тӑвӗ. Алатау – ула ту. Каратау – хура ту. Т. ыт. те.

Чулхулапа Ташкент тӑванлӑхӗ

Йошкар-Ола «синонимӗ» – Кызыл, Чулхулан – Ташкент.
Йошкар-Ола ҫармӑсларан куҫарсан «хӗрлӗ хула» пулать. Кызыл та ҫавах, анчах тувалла.
Ташкент тӗрӗкле, чӑвашла вӑл – чул хула. «Таш» тата «чул», тӗлӗнмелле пулсан та, пӗр тымартан аталаннӑ сӑмахсем. Вӗсен пӗлтерӗшӗ те пӗре килет. Хӑй вӑхӑтӗнче «т» сасӑ «ч» сасса куҫса кайнӑ, «а» «у» пулса тӑнӑ, ытти тӗрӗк чӗлхинчи «ш» сасса чӑваш чӗлхинче «л» тивӗҫет. «Кент» тымар пирӗн чӗлхере курӑнмасть. Эпир ӑна хула тетпӗр.
Чулхулана кайрӑм, Ташкента ҫитсе тухрӑм. Йошкар-Олана ҫыру ятӑм, Кызыла ҫитнӗ терӗҫ.

Латин чӗлхи эткерӗ

Ку калавӑн пуҫламӑшӗ темиҫе те.
Гуманитари факультетӗнче вӗренекен студентсем латин чӗлхи вӗренеҫҫӗ: «Lingua latina est lingua antigua. Roma est in Italia… Omnia mea mecum porto… Per aspera ad astra…»
Мӗне кирлӗ вӗсене вилӗ чӗлхене вӗренсе айкашни?
Тепӗр майлӑ та пуҫлама юрать.
«Гостья из будущего» фильмра Алиса Селезнева 2084-мӗш ҫултан 1984-мӗшне килет. Унӑн тӗллевӗ – хурахсем вӑрласа кайнӑ миелофона каялла тавӑрасси. Миелофон вӑл – чӗрӗ чун шухӑшне вуламалли хатӗр. Сӑмахӗ икӗ тымартан тӑрать: авалхи грекла миел «миме» тата фон «сасӑ». Пӗр тымарлӑ сӑмахсем шыратпӑр: полимиелит, фоне-тика, телефон…
Авалхи грекпа латин чӗлхин термин тӑвакан тымарӗсене ӑша хывсан (вӗсем нумаях мар), нихҫан курман-илтмен тӗрлӗ ӑслӑлӑх сӑмахне (вӗсем вара питӗ-питӗ йышлӑ) ҫӑмӑллӑнах ӑнланма тытӑнатӑн. Сӑмахран: эритрофоби эритр «хӗрлӗ» тата фоби «хӑрани» сыпӑнчӑкран тӑрать, хӗрелсе каясран хӑранине пӗлтерет.
Анаэроб сӑмах виҫӗ пӗлтерӗшлӗ пая пайланать: ан- хирӗҫлеве палӑртать, аэр- – «сывлӑш», -об – микроб сӑмах юлашкийӗ. Ҫапла вара анаэроб – свлӑшсӑр пурӑнакан микроб.
Амазонка, библиотека, валеологи, гидролиз, декада, евгеника т. ыт. те, т. ыт. те, т. ыт. те.


 
Категорисем: Чи хитре чӗлхе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-27 22:44:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7228 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем